Понедельник
20.05.2024
20:53
Приветствую Вас Гость
RSS
 
Сайт первичной профсоюзной организации
Главная Регистрация Вход
Меню сайта

Главная » 2010 » Октябрь » 22 » К. Ивановăн «Нарспи» поэмине пăхмасăр калатпăр» конкурс
К. Ивановăн «Нарспи» поэмине пăхмасăр калатпăр» конкурс
20:10
К. Ивановăн «Нарспи» поэмине пăхмасăр калатпăр» республикари конкурс хăй ĕçне пĕтерчĕ. Конкурса республикăн тĕрлĕ йышши шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем хутшăнчĕç. Вĕсем çаксем:
1. Александрова Наталия Викторовна, Шупашкар хулин 60-мĕш шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен.
2. Васильева Зоя Витальевна, Шупашкар хулин 4-мĕш професси училищинче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен.
3. Васильева Татьяна Анатольевна, Сĕнтĕрвăрри районĕн Октябрски шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен.
4. Васильева Татьяна Ильинична, Канаш районĕн Катек шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен.
5. Игнатьева Людмила Семеновна, Муркаш шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен.
6. Ласточкина Анфиса Ильинична, Комсомольски районĕн Ĕнел шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен.
7. Печникова Мария Николаевна, Шупашкар хулин 50-мĕш шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен.
8. Тяхмусова Светлана Вячеславовна, Шупашкар хулин Г.С.Лебедев ячĕллĕ Наци интернат-лицейĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен.
9. Уськина Галина Витальевна, Шăмăршă районĕн Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен.
10. Ядрицова Алена Андреевна, Йĕпреç поселокĕн 2-мĕш шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен.
11. Нестерова Вера Петровна, Элĕк районĕн Юнтапа шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен. Конкурсантсем паллă поэмăн текстне пĕлнине, учитель, артист ăсталăхĕ пуррине кăтартрĕç. Кашни тенĕ пек сцена çине илĕртъллĕ костюмпа тухрĕ, çыхăнуллă видеороликпа усă курчĕ. Çĕнтерỳçĕсене жюри грамотăсем парса чысларĕ. В.П. Петров (Праски Витти) художник хăйĕн «Нарспи» поэма сюжечĕпе çырнă картина пуххисем, поэмăн чăвашла тата вырăсла тексчĕсене кĕртнĕ кĕнекесем парнелерĕ.
Кашни учитель ăмăртура хутшăннине çирĕплетекен свидетельство илчĕ. Кунсăр пуçне конкурсантсене «Тăван Атăл» журнал редакцийĕ журналăн çитес çулхи номерĕсене çырăнса парать.
Просмотров: 797 | Добавил: russprofkom | Рейтинг: 0.0/0 |
Всего комментариев: 0
Имя *:
Email *:
Код *:
Форма входа

Календарь новостей
«  Октябрь 2010  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Поиск

Друзья сайта


Copyright MyCorp © 2024
Бесплатный хостинг uCoz